Кунта эсир кулленхи ӗҫре усӑ куракан программӑсенче чӑвашла епле ҫырмалли ҫинчен тупма пултаратӑр.
Малтан ҫакӑн ҫинчен каласа хӑвармалла. Чӑвашла эсир чӑваш раскладкине лартнӑ хыҫҫӑн ҫырма пултаратӑр. Ҫӑвӑнпа та малтан ӑна лартмалла. Анчах та раскладкӑна лартни — малтанхи утӑм кӑна. Тепӗр утӑмӗ — операци системинче Unicode кодировкӑллӑ шрифтсем пулмалли. Виҫҫӗмӗшӗ — вӑл операци системи. Чӑвашла меллӗ ҫырас тесен сирӗн Win2000, е WinXP пулмалла. Ытти операци системисем ҫинче те ҫырма май пур ӗнтӗ, анчах та унта урӑхларах. Палартнӑ системӑсем Unicode (Юникод*) форматпа тулли усӑ кураҫҫӗ.
Программӑсенче чӑвашла ҫырма май пуррипе вӗсене темиҫе ушкӑна пайлама пулать. Аяларах кашни ушкӑн тӑрӑх сӗнӗсем панӑ.
Ку программӑсем Юникодпа туллин усӑ курма май параҫҫӗ. Вӗсенче эсир чӑвашла ҫырма пултаратар — чӑваш саспаллисем лайӑх курӑнаҫҫӗ.
Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене тата та ӑслӑрах тытаҫҫӗ — усӑ куракан шрифтра кирлӗ саспаллине ӳкермен пулсан вӗсем ӑна системӑри ытти шрифтсенче малтан шыраса пӑхаҫҫӗ. Шыраса тупсан — ҫав саспаллине урӑх шрифтпа кӑтартаҫҫӗ, шыраса тупмасан — ыйту палли е пушӑ тӑваткал кӑтартаҫҫӗ /ыттисем пекех/. Ҫапла вара вӑл саспалли ыттисем пек курӑнмасть пулсан та ун вырӑнне эпир пушӑ тӑваткал мар, саспалли куратпӑр. Списокра вӑл программӑсене ҫӑлтӑрпа палартнӑ (*).
Ку программӑсем шутне Системӑри стандартлӑ блокнот (Notepad), Microsoft Office, WordPad, Mozilla Firefox*, GTalk*, WordPad, UniRed тата ыттисем (список тулма пултарать) кӗреҫҫӗ.
Ку программӑсем Юникода пӗлеҫҫӗ, анчах та вӗсенче чӑваш чӗлхине усӑ курма йывӑртарах. Ытларах чухне вӗсенче чӑваш саспаллисене ҫырма йывӑр. Анчах та ҫырма май пур. Ҫырмалли майсем ҫинчен каласа паратпӑр аяларах:
Питӗ палла почта программи. Анчах пӗр енчен япӑх вӑл — ахаллӗн чӑвашла ҫырма май ҫук.
Чӑвашла ҫырас тесен сирӗн акӑ мӗн тумалла: Ҫӗнӗ ҫыру пуҫлатпӑр (е пурри ҫине хуравлатпӑр). Чӑвашла ҫырас тесен пирӗн нимӗн те пулмасть. «ӑ» вырӑнне «а» тухать, «ӗ» вырӑнне — «е». Вӗсем кирлӗ пек ҫырӑнччӑр тесен пирӗн ҫырӑва HTML форматпа (Свойства » Формат письма » Только HTML), Unicode кодировкипе (Свойства » Перекодировка » Unicode (UTF-8)) ҫырмалла. Малалла чӑвашла лайӑх ҫырма май пур программӑна (маларах вӗсене асӑннӑ) уҫатпӑр та унта чӑвашла ҫыратпӑр. Халӗ ҫырнӑ текста копилетпӗр те пирӗн ҫыру ӑшне кӗртсе лартатпӑр. Пулчӗ — пирӗн текст чӑвашла. «ӑ», «ӗ» саспаллисем хӑйсен вырӑнӗнчех.
Ҫавӑн пекех эсир урӑх кодировкӑсене те уҫӑ курма пултаратӑр (тӗслӗхрен, Win1251), анчах та эпир Unicode кодировкине усӑ курма сӗнетпӗр.
Ку программа та паллисем шутне кӗрет. Нумайӗшӗ унпа усӑ кураҫҫӗ. Анчах та чӑвашла ҫырма май ҫук — маларах каланӑ пек, «ӗ» вырӑнне «е», «ӑ» вырӑнне «а» кӑтартать. Анчах та The Bat! программа валли панӑ сӗнӳ пек урӑх программӑра ҫырса ICQ чӳречине кӗртсе лартсан — тексчӗ чӑвашлах юлать. Вӑл текста калаҫӑва хутшӑнакана ярса парсан вӑл ӑна ҫӑвӑн пекех курӗ.
Кун пек программӑсем пур. Вӗсем 0-255 кодсене ҫеҫ усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫӑвна пула вӗсенче раскладкӑна усӑ курма май ҫук. Вӗсенче чӑвашла ҫырас тесен ятарлӑ шрифтсемпе ҫеҫ усӑ курма пулать /вӗсенче чӑваш саспаллисене урӑх саспаллисем вырӑнне (сахал, е пачах усӑ курманскерсем) ӳкернӗ/. Вӑл шрифтсене усӑ курнӑ чухне ан манса кайӑр — эсир хатӗрленӗ документа урӑх ҫӗртре ҫав шрифтсем пур пулсан ҫеҫ тӗрӗс курма пулать.